Раштавӑн 16-мӗшӗнче, 18.00 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн пысӑк уявӗ иртмелле — кун пирки Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтерет.
Тӗрлӗ енче пурӑнакан чӑвашсен авалхи тата авалхине тӗслӗхшӗн усӑ курса хальхи вӑхӑтра туса хатӗрленӗ ҫи-пуҫне кӑтартса кӑна мар, хӑш пайӗ мӗнрен тӑнине, мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парассине тӗпе хурӗҫ ҫак уявра.
Хутшӑнакансем: Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Элӗк районӗсенчи тата Шупашкар хулинчи фольклор ансамблӗсем, Зинаида Воронова, Татьяна Петрова, Мария Симакова халӑх ӑстисем, «Паха тӗрӗ» фирма, халӑх тум-юмӗн дизайн-студийӗ (ертӳҫи — Людмила Меркулова), СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лариса Васильева тата ыттисем.
Ак, «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвне те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл кӑҫал тивӗҫлӗ шайра иртрӗ теме пулать — пурӗ 92 хайлав пирӗн пата ҫитрӗ. Кашни районтан тенӗ пекех хутшӑнакансем тупӑнчӗҫ. Ҫавах та Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Элӗк, Канаш районӗсенчисем уйрӑмах хастар хутшӑнчӗҫ. Тутарстанран та икӗ хайлав килчӗ — пӗри Пӑва районӗнчен, тепри Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчен.
Хайлавӗсене хаклама питӗ йывӑр пулчӗ — кашнинех мухтас килет. Чылай хайлаври чӗлхе илемлӗхӗ те, сюжет кӑткӑслӑхӗ япӑх мар шӑрҫаланнӑ. Хӑшна мала кӑларасси, хӑшне парнеллӗ тӑвасси самай пуҫа ваттарчӗ.
Кӑҫал эпир кашни класа уйрӑммӑн хаклас терӗмӗр — капла парнесем те сахал мар пулӗҫ, ачасене та ытларах савӑнтарӑпӑр. Мала ҫак хайлавсем тухрӗҫ:
6-мӗш класс, проза:
1-мӗш: Дарья Джус (Красноармейски) ҫырнӑ «Кушакпа йӑмра» калавӗ;
2-мӗш: Кристина Ивановӑн (Красноармейски) «Телей йӑмри» тата Алексей Яшмейкинӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Пӗлӗт ҫинчи кермен» калавӗсем;
3-мӗш: Екатерина Сидоровӑн (Красноармейски) «Ҫул ҫӳревҫӗ йӑмра», Дмитрий Капитоновӑн (Шупашкарти 37-мӗш шкул) «Йӑмра шавӗ», Наталия Михайловӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Йӑмра-метеоролог» калавӗсем.
Шӑматкун Шупашкарти музыка училищинче «Ай, юрлар-и!» ятпа халӑх юррисене шӑрантаракансен регионсем хушшинчи V конкурсӗ иртмелле. Ӑна чӑваш халӑх юррисене пухнӑ Ираида Вдовина юрӑҫ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Конкурса «Музыка вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекен студентсем» тата «Халӑх юррине юратакансем» номинацисемпе хаклӗҫ. Хутшӑнас шухӑша республикӑри 14 районпа 2 хуларан пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Тутарстанра, Пушкӑртстанра тата Самар облаҫӗнче пурӑнакансем кӑмӑл тунӑ. Конкурс комиссине тӑратнӑ дисксем тӑрӑх 40 солиста хутшӑнма ирӗк панӑ. Унта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер», Элӗк районӗнчи «Валинке», Тӑвай районӗнчи «Сурпан», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Шувар», «Ямаш» тата «Ҫавал» фольклор ансамблӗсем хӑна евӗр хутшӑнмалла.
Усрава илнӗ ҫемьесенчи ачасене Словение канма яраҫҫӗ. Ку вӑл Ачасен интересӗсене хӳтӗлес енӗпе хатӗрленӗ наци стратегине пурнӑҫа кӗртнӗ май пурнӑҫланать. Канма ҫак уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса раштавӑн 8-мӗшӗччен май килӗ. Усрав ҫемьери ачасене унти Терме Чатеж курортра канаҫҫӗ.
Унта пирӗн республикӑри 12 ҫемье лекнӗ. Элӗк район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав йыша Элӗк районӗнчи Анаткассинчи Павловсем те кӗнӗ. Вӗсем виҫӗ хӗр ӳстереҫҫӗ. Ҫын ачисене усрава вӗсем пуҫласа 2006 ҫулта илнӗ. Хӗрачасем пурте Юнтапари шкулта вӗренеҫҫӗ: Анюта пиллӗксемпе кӑна вӗренет, Аннӑпа Саша — тӑваттӑ тата пиллӗкпе.
Элӗк районӗнче театр ушкӑнӗсен фестиваль-конкурсӗ вӗҫленнӗ. Ӑна чӑваш музыка театрне йӗркеленӗ Борис Маркова асӑнса ирттернӗ.
Фестивале Вӑрнарти халӑх театрӗ Н. Айзманӑн «Кай, кай Ивана» спектаклӗпе пырса ҫитнӗ, красноармейскисем — В. Синичкинӑн «Салтак амӑшӗпе», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи серенкӑсем Н. Пономаревӑн «Эх, пурнӑҫ мыскарапа», Муркаш районӗнчи йӳҫкассисем Н. Сидоровӑн «Кантӑкран шаккарӗ хамӑр ял каччипе», Ҫӗмӗрле районӗнчи хутарсем А. Никитинӑн «Ҫӗнӗ ӗмӗрти хуняҫипе», Етӗрне районӗнчи асламассем У. Круккан «Ӑслӑ арӑмпа» пырса ҫитнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулман тесе хыпарлаҫҫӗ елӗксем. Ҫапах та жюри пӗрремӗш вырӑна йӳҫкассисене панӑ. Иккӗмӗшӗнче — Красноармейскинчи халӑх театрӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — вӑрнарсем.
Паянхи кун тӗлне илсен, пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ ҫуртсен 99,9 процентне; мӗнпур шкулпа ача пахчине; сывлӑх сиплев учрежденийӗсенчен 99,6 процентне ӑшӑ ҫитнӗ. Мӗнпур ҫӗре ӑшӑ панӑ 23 муниципалитет хушшинче республикӑн Стройминӗ Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсене, Улатӑр, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене асӑннӑ.
Ҫапах та хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ӑшӑсӑр нумай хваттерлӗ ҫуртсемпе социаллӑ сфера обьекчӗсем те пур мӗн-ха. Элӗк районӗнче 3 хваттерлӗ пӗр ҫурта ӑшӑ ҫитмен. Ӗҫ-пуҫа унта юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне туса пӗтерме шантараҫҫӗ-мӗн. Ҫӗмӗрлере пӗр котельнӑй ӗҫлемен пулнӑ та, анчах паян каҫ пулнӑ ҫӗре вӗҫлеме палӑртнине шута илсен халӗ унта ӑшӑ ҫитнӗ-тӗр тес килет. Патӑрьел районӗнче нумай хваттерлӗ 3 ҫурта ӑшӑ паман-ха. Унта газшӑн парӑм 3,35 миллион тенкӗ таран пухӑнса кайнине пула асӑннӑ ресурса парасси пирки килӗшӳ тӑвайман иккен.
Тепӗр ҫуртсенче вара хваттерсене уйрӑммӑн ӑшӑтмалла тӑвассипе малалла ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Элӗк районӗнчи хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, уйрӑм ҫынсем кӑҫал 7 трактор туяннӑ, ҫав шутран 5-шӗ «Беларусь-82» маркӑллисем. Парка пуянлатнисен шутӗнче — Шураҫ ялӗнчи А.Филиппов, Ҫирӗккассинчи А.Андреев, Ехремкассинчи О.Михайлов, Какаҫри Ю.Митрофанов, Лупашка ялӗнчи В.Иванов. Вӗсем ҫӗр ӗҫӗнче ҫӗнӗ техникӑпа анлӑ усӑ курма уй-хиртен пысӑк тухӑҫ илме тӗллев лартрӗҫ.
Ульянов ячӗллӗ хуҫалӑх та юлашки вӑхӑтра техникӑна чылай ҫӗнетрӗ. Комбайн туянакансене те шута илнӗ — ку техникӑна ҫак кунсенче мӑнвылӑсем туяннӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ В.А. Васильев Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗре тухса кайнӑ чӑвашсем пирки тӗпчесе пӗлнӗ иккен.
Вӑл Тӗмен облаҫӗнчи Нижнетавдински районӗнчи виҫӗ ялти — Пӗчӗк Хуторти, Пысӑк Хуторти тата Канашри — чӑвашсемпе кӑсӑкланнӑ. Ӑна Тӗмен тӑрӑхӗнчи О.Н. Тангаев журналист тата облаҫри чӑвашсен «Тӑван» общество организацийӗн вице-президенчӗ В.П. Тимофеев нумай пулӑшнӑ-мӗн.
Чӑваш Енрен Ҫӗпӗр тӑрӑхне ҫынсем Атӑлҫи тӑрӑхне 1921 ҫулта пырса ҫапнӑ выҫлӑх вӑхӑтӗнче тухса кайнӑ иккен. Унта кайнисенчен ытларахӑшӗ — хальхи Элӗк, Вӑрнар тата Красноармейски районӗн территорийӗнче пурӑннӑ чӑвашсем-мӗн. Йышлӑ куҫса кайнӑ тапхӑр вара ял хуҫалӑхне коллективизациленӗ вӑхӑта лекнӗ. Чӑваш Енри техникумсене тата аслӑ шкулсене пӗтернӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа унта ӗҫлеме янипе те Ҫӗпӗр тӑрӑхне пирӗн партисем лекнӗ.
Тӑван халӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи «Тантӑш» фольклор коллективӗ те нумай ӗҫ туса ирттерет иккен. Ӑна йӗркелесе яни ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӗрӗк ӗмӗр ҫитет.
Сурӑм вӑрман хуҫалӑхӗнче ятарласа юман ӳстереҫҫӗ. Сӑнавлӑх хунав хальхи вӑхӑтра 11,4 гектар йышӑнать иккен. Вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем ӑна тӗрлӗ енлӗн пӑхса тӑраҫҫӗ. Кунта сӑтӑрҫӑсемпе тата чир-чӗрпе кӗрешни те, рет хушшисене тирпейлесе тӑни те кӗрет. Паянхи куна илсен, рет хушшине ҫавапа ҫулса тухнӑ. Кӑштахран ҫӗре кӑпкалатма палӑртаҫҫӗ.
Сурӑм вӑрман хуҫалӑхӗ Элӗк районӗнче вырнаҫнӑ, 1500 гектар ытла йышӑнать.
ҪУР | 21 |
Шыв — пурнӑҫ тыткӑчиех. Ял ҫынни пушшех те унсӑрӑн пурӑнаймасть. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерме те, хур кӑвакал усрама та кирлӗ ялти пӗве-ҫырмасем.
Элӗк районӗнчи Какаҫри Макаҫ пӗве пуҫӗ темиҫе ҫул каяллах шывпа йӑшса татӑлса кайнӑччӗ. Шырланланма та пуҫланӑччӗ, шыв виҫи те палӑрмаллах чакнӑччӗ. Кӑҫалхи ҫу кунӗсенче пысӑк пӗве типсе ларас хӑрушлӑх та тухса тӑнӑччӗ. Ҫулсеренех 100 пуҫ хур тытакан Антоновсене уйрӑмах пӑшӑрхантарнӑччӗ ҫак ҫивӗч ыйту.
Иртнӗ кунсенче Болислав Антонов «Новый путь» хуҫалӑхран ятарласа трактор ыйтнӑ. Хӑйсен шучӗпех Макаҫ пӗве пуҫне юсаттарнӑ, шырланланма ӗлкӗрнӗ вырӑна тӗксе тикӗслеттернӗ. Ултӑ теҫеткери арҫын палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра пӗве пуҫне шыв юхма пысӑк пӑрӑх хурасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |